Паян пысӑк уяв- Чӑваш чĕлхи кунĕ.

Паян  пысӑк уяв- Чӑваш чĕлхи кунĕ.



Паян  пысӑк уяв- Чӑваш чĕлхи кунĕ.

Пирĕншĕн чи хаклӑ, чи юратнӑ, чи ҫывӑх чĕлхе- чӑваш чĕлхи. Чĕлхе халӑх пурнӑҫĕн тĕкĕрĕ кӑна мар, ĕмĕрсем хушши пухӑнса пынӑ пĕлӳлĕхĕн иксĕлми ҫӑл куҫĕ те. Ҫак ҫӑл куҫĕнчен эпир мĕн ачаранах тумламӑн - тумламӑн вӑй илсе ӳсетпĕр.Аннен кӑкӑр сĕчĕпе пĕрле унӑн ачаш та лӑпкӑ сасси пирĕн хӑлхана сӑпка юррине илсе ҫитернĕ...Тӑван сасӑран, тӑван чĕлхерен пирĕн ӑс- тӑн аталанма пуҫланӑ.

 " Теремок" ушкӑна ҫӳрекен ачасем паян ҫак уява халалласа тĕрлĕ вӑйӑсем вылярĕҫ, юрӑ сӑвӑ шӑрантарчĕҫ.

И.Я.Яковлевӑн юмах - халапĕсемпе паллашрĕҫ.

Яковлев пуласлӑх ҫыннисене тӑван чĕлхене упрама пиллесе хӑварнине асра тытма шантарчĕҫ.

     Тавтапуҫ Яковлева-

     Ҫутта кӑларчĕ чӑваша.

     Мускавра та, Раҫҫейре те

     Пĕлеҫҫĕ халь чӑваша!