Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш
чĕлхи кунне халалласа 2, 3 –мĕш класра
вĕренекенсен «Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх
пĕлекен» вăйă-ăмăрту иртрĕ.
Амăртăвăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем – вĕренекенсен тăван чĕлхепе литература
пĕлĕвне анлăлатасси; çамрăксене тăван халахăн çыруллă, сăмах вĕççĕн çÿрекен
культурипе паллаштарасси; тăван çĕре, патшалăха хисеплес туртăма аталантарма
тата ачасен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси; ачасемпе çамрăксен чĕлхин сăмах пуянлăхне
ÿстерме, ытарлăхĕпе сăнарлăх туйăмне аталантарма майсем туса парасси.