Ваттисен сăмахĕсем – сăнарлă сăмахсем

     Ваттисен сăмахĕсем - ламран лама куçса пыракан сăнарлă сăмахсем. Вĕсем шухăша кĕскен те çивĕччĕн, ытарлăн палăртаççĕ.  Ваттисен сăмахĕсенче халăхăн кун-çулĕ, ăс-хакăлĕ, шухăшлавĕ, тĕнче курăмĕ ӳкерĕннĕ. Пуянкассинчи  шкулĕнче, чăваш чĕлхи эрни пынă май, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче ваттисен сăмахĕсем тăрăх ӳкернĕ ӳкерчĕксен куравне йĕркелерĕҫ.  Тĕллевĕ: вĕренекенсен тĕнче курăмне аталантарасси, илемлĕхе курма-туйма пулăшасси, ырăпа усала, лайăхпа начара уйăрма вĕрентесси.  Ваттисен сăмахĕсем вĕрентÿ, воспитани ĕçĕнче питех те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене усă курни шухăшлама, ĕçлеме, пурăнма вĕрентет.