Чӑвашла тӗрӗс калаçасси, тӗрӗс çырма хӑнӑхасси ачасен шкулта уроксенче те, килте те куллен-кунах йӗркеленсе пырать. Тӗрлӗ çыру ӗçӗсем урлӑ вӗренекенсем чӑваш чӗлхин орфогорафи правилисене вӗренеççӗ, ас туса юлма тӑрӑшаççӗ.
Çулсеренех эпир республика шайӗнче иртекен «Пӗтӗм чӑваш диктантне» хутшӑнатпӑр, хамӑрӑн пӗлӗве тӗрӗслетпӗр. Ку ачасене тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме вӗрентсе ӳстерет. Апрелӗн 30-мӗшӗнче те вӗренекенсем çеç мар, учительсем те диктант çырас ӗçе кӳленчӗç. «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2021» ӑнӑçлӑ иртрӗ.