Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, педагогĕ, чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яраканĕ. Аслă вĕрентекенĕмĕр йĕркеленĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕ чăвашсемшĕн хăйне евĕрлĕ культура центрĕ, академийĕ пулса тăнă. Иван Яковлевич ачасене ăс-хакăлпа пĕлÿ парас тĕлĕшпе вырăс шкулĕсемпе пĕр виçене çитерме тăрăшнă. Халăх культурине хăпартас ĕçре тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă.
Иван Яковлевич хăйĕн хайлавĕсенче халăх йăли-йĕрки çинчен, пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартнă. Вĕрентекенĕмĕр «Чăваш халăхне панă халал» - пил сăмахĕ - çырса хăварнă. Ачасемшĕн çак произведенисен шухăшĕ вĕрентÿллĕ, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, тăван халăха, чĕлхене, çемьене, тус-юлташа юратма тата хисеплеме вĕрентеççĕ.
Пуянкасси шкулĕнче чăваш чĕлхи кунне Иван Яковлевич Яковлева халалласа 1-2 классенче урок иртрĕ. Ачасем активлă хутшăнчĕç, хăйсем И.Я.Яковлев çинчен мĕн пĕлнине пĕр-пĕрне каласа пама тăрăшрĕç.